Ҫӗнӗ ҫынпа паллашнӑ чухне малтанхи тӑхӑр вунӑ ҫеккунчӗ пысӑк пӗлтерӗшлӗ. Ҫав вӑхӑтра эпир ҫӗнӗ пӗлӗше пӗр йӑнӑшсӑр тенӗ пек хаклатпӑр: е кӑмӑллӑ йышӑнатпӑр, е килӗштерместпӗр.
Пӗрре, иккӗ, виҫҫӗ… ҫирӗм пиллӗк… хӗрӗх ҫиччӗ… ҫитмӗл саккӑр… тӑхӑр вуннӑ. Эпир сирӗнпе пӗр чӗлхе тупрӑмӑр та ӗнтӗ. Вӑл чӑваш чӗлхи.
Ҫакӑ ҫутӑ тӗнчери ҫичӗ миллиард ҫын ик ҫӗр патшалӑхра пурӑнать, сахалтан та икӗ пин ҫурӑ чӗлхепе калаҫать. Вӗсенчен 250-шӗ кӑна ҫырулӑхлӑ. Ҫав шутра пирӗн чӗлхемӗр те. Телейлӗ вӑл, чӑваш чӗлхи.
Пирӗн чӗлхен символӗ пур: ӑ сас палли. Ӑна курмассерен чӑваш чунӗ савӑнать.
Ψ – психологи, € - евро, ӑ – чӑваш чӗлхи.
Чӑваш пӗтсен – тӗнче пӗтет. Чӑваш пӗтсен ҫеҫ мар. Капла кирек хӑш халӑх пирки те калама пулать. Кашни культура – хӑйне евӗр тӗнче. Пайӑр халӑх ҫухални пысӑк тӗнче ҫухалниех.
Хӑш-пӗр футуролог ҫирӗплетнӗ тӑрӑх, этемлӗх ҫитес вӑхӑтра улт ҫӗр чӗлхепе кӑна калаҫма тытӑнӗ. Тепӗр тӗпчевҫӗ малашлӑхра пилӗк-ултӑ чӗлхе ҫеҫ сыхланса юласса ӗнентерет.
Чӗлхесем манӑҫа тухаҫҫӗ, ҫӗнни ҫуралмасть. Мӗн тери чухӑн пуласлӑх.
Чӑваш чӗлхи – тӗрӗк чӗлхи. Ҫак йышах тутар, пушкӑрт, казах, кӑркӑс, узбек, туркмен, азербайджан, турккӑ, гагауз, уйгур т. ыт. чӗлхе кӗрет. Пӗтӗмпе вӗсем хӗрӗхе яхӑн.
Тӗрӗк чӗлхисем пӗрне-пӗри питӗ ҫывӑх. Атӑл хӗрринче пурӑнакан тутар тӑлмачсӑрах Китайра пурӑнакан уйгурпа хутшӑнма пултарать, Китайра пурӑнакан уйгур Анталире ҫуралса ӳснӗ турккӑпа ним мар калаҫӗ. Икӗ халӑхӗ кӑна ытти тӗрӗке ӑнланмасть: пӗри якут, тепри чӑваш.
Кулянмалла-и ҫакӑншӑн? Ҫук-ҫук, мӗскер эсир! Пирӗн культура ытла та хӑйне евӗр, ҫут тӗнчере ун пекки урӑх ҫук. Апла мухтанмал-ли кӑна юлать.
Ку пӗлӳ кӑткӑс. Университетра вӗренекен студентсем тинки тухиччен чӗлхепе пуплеве пӗр-пӗринчен уйӑрма вӗренеҫҫӗ. Эпир студент мар…
Чӗлхе – этем ӑс-тӑнӗнче упранакан тытӑм: сасӑсем, сӑмахсем, ты-марсем, аффикссем, предложенисем. Вӑл абстрактлӑ. Ӑна куҫпа курма та, хӑлхапа илтме те ҫук. Эпир чӗлхене туятпӑр кӑна.
Пуплев – чӗлхепе усӑ курни. Вӑл конкретлӑ. Ӑна куҫпа курма та пулать – ҫырнӑ текст, хӑлхапа илтме те май пур – сӑмах вӗҫҫӗнхи текст.
Чӗлхепе пуплев – уйрӑлми пӗтӗҫсе ларнӑ ик пӗрлӗх. Чӗлхи пур пулсан пуплевӗ те пур, пуплевӗ пулсан – чӗлхи те.
Чӑваш чӗлхи – чӑвашла калаҫакан пур ҫын ӑс-тӑнӗнче упранакан тытӑм. «Паттӑрсем хыпарсӑр ҫухалмаҫҫӗ» – чӑваш чӗлхипе усӑ курса ҫырнӑ пуплев (ӑна курма та, сасӑпа вуланӑ чухне илтме те пулать).
Л.П. Сергеев профессор пӗрремӗш хутра пурӑнать. Н.П. Петров чӗлхеҫӗ – улттӑмӗшӗнче. О.Р. Студенцов хваттерӗ – ҫиччӗмӗш хутра. Малаллахи калаҫу урӑх хутлӑх ҫинчен.
Ҫапла-ҫапла, чӗлхе те темиҫе хутлӑ ҫурт-йӗр пекех. Пӗрремӗш хутӗнче сасӑ пурӑнать. Иккӗмӗшне тымарпа аффикс йышӑннӑ. Виҫҫӗмӗш хучӗ сӑмахӑн. Юлашкине сӑмах майлашӑвӗпе предложени вырнаҫнӑ.
Ку ҫурт мар – темле пирамида:
Сасса тӗпчекен ӑслӑлӑх фонетика ятлӑ. Фон – авалхи грекла сасӑ. Сӑмаха лексикологи ҫырса кӑтартать: лекс каллех авалхи грекла – сӑмах, логи – ӑслӑлӑх. Тымарпа аффикса морфологи тишкерет: морф вӑл – кӳлепе. Синтаксис тӗллевӗ – сӑмах майлашӑвӗпе пред-ложение тӗпчесси: синтакс – йӗрке.
Урок вӗҫленчӗ.